Презентация на тему: Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики

Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Артемьев Александр Спиридонович (1924-1998 )
А.Артемьевăн пурнăçĕнчи паллă пулăмсем :
Элĕк райĕнĕнче Тури-Выл ялĕнче А. Артемьев çуралнă çурт
А.Артемьевăн паллăрах хайлавĕсем:
1952 1956 1968 1974 1989 2008
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Салампи кĕнекисем
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Симĕс ылтăн
А.Артемьев чăвашла куçарнă хайлавсен авторсем
Куçарнă сăввисем
Куçарнă сăввисем
Куçарнă сăввисем
Куçарнă сăввисем
Александр Артемьевăн критика, литература тĕпчевĕ
Александр Артемьева халалласа хатĕрленĕ литература каçĕ
Геннадий Хлебников – Шанар « Симĕс ылтăн » повĕç пирки каланă шухăшсем
Сăнарсен характеристики
« Симĕс ылтăн » повĕçри ваттисен сăмахĕсем
Хайлаври проблемăсем
Юрату виç кĕтеслĕхĕ
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Хамăра тĕрĕслер
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Хăшĕнпе хăш тÿр килет
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Тĕрĕс хуравне тупăр
Тĕрĕс хуравсем
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Сылтăм--правый
Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики
Анне! Ç ак ят чи çывăх, Чи чаплă çĕр çинче. Пурăнать вăл ĕмĕр сывă Кашни çын чĕринче
Анне кулли – Хĕвел çути, Анне кулли – Чи илемли. Анне пулсан Чунра аван: Юрлас килет Ташлас килет
ЮР Ă
Сывлăхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем
ТАВТАПУÇ
1/41
Средняя оценка: 4.8/5 (всего оценок: 100)
Код скопирован в буфер обмена
Скачать (2704 Кб)
1

Первый слайд презентации: Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики

Изображение слайда
2

Слайд 2

«Çĕклентĕн хăв, çĕкле хăвăн йăхна» Ваттисен сăмахĕ

Изображение слайда
3

Слайд 3

Проект тĕсĕ : индивидуаллă проект Проект тĕллевĕ : Александр Артемьев çул-йĕрĕпе литературăри ĕç-хĕлĕпе паллаштарса « Симĕс ылтăн » повĕçе тишкерсе унти сăнарсене хакласа ачасенче патриотизмпа çынлăх ткйăмне аталантарасси Проект задачисем : 1) Александр Артемьевăн çул-йĕрĕпе тата пултаруллăхĕпе паллаштарасси 2) « Симĕс ылтăн » повĕçри тĕп проблема тупса тишкересси 3) Сăнарсен ырă тата сивлĕк енĕсене тĕрĕс сăнаса хак парасси Проектăн меслечĕсемпе мелĕсем : 1. Учитель сăмахĕ 2. Ыйту - хурав 3. Сăнлав мелĕсене палăртасси ( хирĕçлетÿ, лирикăллăх, психологизм) 4. Текстра тропсемпе пуплев фигурисене тупасси 5. Тишкерÿллĕ, пĕтĕмлетÿллĕ мелĕсенпе усă курни.

Изображение слайда
4

Слайд 4: Артемьев Александр Спиридонович (1924-1998 )

Пурнăç çул – йĕрĕ Литературăри ĕç-хĕлĕ Кĕнекисем Куçарнă авторсем Критика Литература каçĕ

Изображение слайда
5

Слайд 5: А.Артемьевăн пурнăçĕнчи паллă пулăмсем :

1924 - авăн уйăхĕн 14 - мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Тури Выл ялĕнче çуралнă 1942 - вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа кайнă 1947 - «Ялав» журналта «Пĕчĕк Лийăн пысăк савăнăçĕ»ятлă малтанхи калавĕ тухнă 1947 – 1948 - «Ялав» журналта «Тăван Атăл» альманах редакцийĕсенче ĕçленĕ,А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕреннĕ 1950 - «Ан авăн,шĕшкĕ!»пĕрремĕш кĕнеки тухнă 1951 - СССР Писательсен союзĕн членне илнĕ 1956 - «Салампи» романĕ «Ялав» журналта пĕрремĕш хут пичетленнĕ 1980 – «Чăваш АССР халăх писателĕ» ят панă 1998 - çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ.

Изображение слайда
6

Слайд 6: Элĕк райĕнĕнче Тури-Выл ялĕнче А. Артемьев çуралнă çурт

Изображение слайда
7

Слайд 7: А.Артемьевăн паллăрах хайлавĕсем:

«Ан аван, шĕшкĕ » (1950) « Хĕрлĕ çăлтăр » (1952) « Салампи » (1956, 1966, 1983, 1991, 2012 ) « Улма йывăç авăнать » (1958) « Алтăр çăлтăр » (1963) « Çунатлă çуралнисем » (1965) « Хунавлах хăрнисем » (1970) « Симĕс ылтăн » (1972) « Тăвăл умĕн » (1975) « Суйласа илнисем » (1986) « Сăвăсем » (1989) « Çăлтăр çумăрĕ » (1994)

Изображение слайда
8

Слайд 8: 1952 1956 1968 1974 1989 2008

Изображение слайда
9

Слайд 9

1972 1977 1970 1977

Изображение слайда
10

Слайд 10: Салампи кĕнекисем

1956 1983 2012

Изображение слайда
11

Слайд 11

« Салампи» хайлавăн теми – в ă р çă хы ççă нхи ç амр ă ксен юрат ă в ĕ пе тусл ă х ĕ, к ă м ă л ĕ пе сипеч ĕ. Ç амр ă к писатель п ĕ т ĕ м чун-ч ĕ рипе пыс ă к идей ă на ă нланса илет: историн ă шши - сиввинче пурн ăç урапине малалла т ĕ кекен шанч ă кл ă в ă й, самана урапин т ĕ н ĕ л ĕ в ă л – ĕç хал ă х ĕ. Ĕç – пурн ăç тытк ă чи. Ç ак шух ă ш-к ă м ă л Артемьев ă н нумай произведений ĕ сен т ĕ шши пулса т ă рать.

Изображение слайда
12

Слайд 12: Симĕс ылтăн

В ă р çă темине А.Артемьев час-часах пурн ăç ыйт ă в ĕ семпе ç ых ă нтарать.Ак ă « Сим ĕ с ылт ă н » (1972) повесть пурн ăç к ă тк ă сл ă х ĕ пе, т ĕ лл ĕ н-т ĕ лл ĕ н хаярл ă х ĕ пе, ç ив ĕ ч конфликтпа пал ă рса т ă рать. « Сталинградра çĕ р ç унать, чул шартлатса ç ур ă лать, тим ĕ р ир ĕ лсе ш ă ранать... Этем м ĕ нле т ÿ сет-ши ?» - тет автор. Ç ак в ă р çă там ă к ĕ нче патт ă рл ă х к ă тартн ă, орден илме тив ĕç пулн ă Валентин Актаев ç ап ăç ура т ă нне ç ухатса ним ĕç сен тытк ă нне лекет.Теми ç е ç ултан,этем ч ă тайман асапсем т ÿ ссе,суранл ă, чирл ĕ Валентин Т ă ван çĕ р-шыва тавр ă нать.

Изображение слайда
13

Слайд 13: А.Артемьев чăвашла куçарнă хайлавсен авторсем

Александр Сергеевич Пушкин Сергей Александрович Есенин Иван Сергеевич Тургенев Джордж Гордон Байрон Генрих Гейне Анна Андреевна Ахматова Давид Никитич Кугультинов Адам Мицкевич

Изображение слайда
14

Слайд 14: Куçарнă сăввисем

Пророк «Ах, ма самантлăх ялтăрать вăл …» «Сан пÿлĕмне …» Кунçул урапи Çĕрле Аквилон «Сана пурнăç хур тусассăн …» Чÿрече « Ман юнăма кăвар тивертрĕн …» Поэтпа прозаик « Сыхла мана эс…» « Ылтăнпа хĕç » т. ыт. те

Изображение слайда
15

Слайд 15: Куçарнă сăввисем

«Поэт» «Сив хĕл юрлать …» Хурăн Амăшĕ кĕлтуни Ыйткалакан Туй умĕн «Сил шилет те…» Кантата Аннем патне çырнă çыру « Таврана хупăрларĕ сĕм-тĕттĕм …» « Шупка уйăхлă, хăтсăр уйсемĕр …»

Изображение слайда
16

Слайд 16: Куçарнă сăввисем

Мускав («Бронза ĕмĕрĕ поэмăран ) Сыв пул, сыв пул! Кадикс хĕрĕ «Дон Жуанран » « Чайльд-Гарольдран » «Герой, сан хупăнчĕ куçу !» « Эп сана тĕлĕкре юратса …» «Ан асăн иртнине …» « Шăрçаланса куççуль юхать …» «Ан ÿпкелешĕр …» «Ан тив, ят сартăр-и айван …» « Кам сана çитме пултарĕ …» т. ыт.те

Изображение слайда
17

Слайд 17: Куçарнă сăввисем

Силезири пир-авăрçăсем « Çĕвĕç патĕнче пурнаттăм …» «Ан шиклен …» « Вĕсем мана тĕрлĕ канаш паратчĕç …» « Мана хĕн кăтартрĕç сăлтавсăр …» « Тухсамччĕ, илемлĕ хĕр-пулăç …» Лорелея Аннеме « Эп сирĕн тĕлпе кутăруçăн …» Тăхтăр акă ! Йыхрав «Ан калаç ытарлăн …» т.ыт. те

Изображение слайда
18

Слайд 18: Александр Артемьевăн критика, литература тĕпчевĕ

Хветĕр Уяр « Шурча таврашĕнче » историллĕ роман Алексей Талвир « Пăва çулĕ çинче » повĕç Марфа Трубина « Ача чухнехи » повĕç Мария Ухсай « Кăра çилсем » повĕç Никифор Мранька « Ĕмĕр сакки сарлака » роман Василий Краснов-Асли « Шуррисемпе çапăçни » Çемен Элкер « Вутпа çулăм витĕр » роман Анатолий Емельянов « Чапшăн пурăнмастпăр » повĕç Нелли Петровская « Шурă лили» повĕç Ева Лисина « Сивĕ ир » калав Илпек Микулайĕ « Хура çăкăр » роман тата ыт.те

Изображение слайда
19

Слайд 19: Александр Артемьева халалласа хатĕрленĕ литература каçĕ

Изображение слайда
20

Слайд 20: Геннадий Хлебников – Шанар « Симĕс ылтăн » повĕç пирки каланă шухăшсем

Геннадий Хлебников–Шанар «Суйласа илнисен» ум сăмахĕнче çапла çырать: «…Вăрçă темине А.Артемьев час – часах хальхи пурнăç ыйтăвĕсемпе çыхăнтарать. Паллах ку вăл писатель самана тымарне самаях тарăн илме пĕлнĕрен, витĕмлĕ пĕтĕçтерÿ патне пыма тăрăшнăран килет. Акă, сăмахран, «Симĕс ылтăн» (1977) повесть пурнăç кăткăслăхне, тĕллĕн – тĕллĕн хаярлăхĕпе, çивĕч конфликтпа палăрса тăрать. Унан чĕлхи те кăмăла çатăррăн ярса илекен витĕмлĕ «тымарлă» чĕлхе. «Сталинградра çĕр çунать, чул шартлатса çурăлать, тимĕр ирĕлсе шăранать…Этем мĕнле тÿсет – ши?» – тет автор. Актаев вăрçăра кăна мар – килĕнче те нуша курать. Акă çапла çырать Г.Хлебников-Шаран: «Аюхин, колхоз пурлăхне шалтан çаратса пурăннăскер, хăйне тăрă шыв çине кăларасран хăраса, юлташне тĕп тума шутласа хурать. «Актаев хăмлаçăсем хушшинче те Хĕвел Анăç Европăри пурнăçа ырлать, пире Совет влаçне хирĕç тăратасшăн» тесе элеклĕ çăхав ярать, эрех ĕçекен çынсене, ачасене япала парса хăй майлă çавăрать…»

Изображение слайда
21

Слайд 21: Сăнарсен характеристики

Сăнарсен характеристики Валентин Актаев вăтам шкултан лайăх вĕренсе тухнă, хăмла пахчинче те ашшĕпе пĕрле тимлесе ĕçленĕ.Ялта ăна пурте мухтанă, « маттур комсомолец» тесе çырнă район хаçатенче. Ял хуçалăх институтне вĕренме каясшăн пулнă. Анчах вăрçа каймалла пулнă. Вăрçа кайсан та хăйне паттăр ккăтартать.Мухтава тивĕç пулать.Таврăнсан ашшĕ пуçласа янă ĕçе малла та аталантарать. Нина Атласкина ăс-тăнĕпе те, чун - чĕрипе те вăйлă çын пулнине куратпăр. Вăл тирпейлĕ, амăшне хисеплет, килте те колхозра та тăрашуллă ĕçлет. Районĕпе паллă спортсменка, хăюллăхĕпе те вăл ялти арçынтан иртерет. Чĕлхи калаçма çаврăнăçуллă, алли - ури ĕçре вăр – вар, ырă, хитре, питĕ кăмăллă хĕр. Варсун Аюхин ялти çамрăксем хушшинче нимĕнпе те палăрса тăман : вăтам вĕреннĕ, суйма юратнă,çмрăксен каçĕсене, спектакльсене, концертсене хутшăнмастчĕ. Вăл сакăр çула çитиччен амăш кăкăрне çисе ÿснĕ,вăйпа чĕчĕ пăрахтарсан пÿрне ĕмме тытăннă,çавăнпа сылтăм шĕвĕр пÿрни шап-шурă та çинçе тăрса юлнă. Аристарх Савиров хÿхĕм каччă, чипер, уçă кăмăллă, хаваслă, пуян, чаплă. Шкулта та,колхозра та ыттисенчен мĕнпе те пулин маларах тухма тăрашнă,чапшăн çуннă.

Изображение слайда
22

Слайд 22: Симĕс ылтăн » повĕçри ваттисен сăмахĕсем

Шывра та путмасть, вутра та çунмасть Вăрçăра пулса курман – Турра асăнман Турра асăнса кĕр, каялла тухасса ан шан Хĕр чухне хĕрĕх каччă Вĕренÿре йывăр – çапăçура çăмăл Янтти çине виле те куç уçса пăхнă Ĕмĕр вĕрен – ухмаххăн вилен Вучах чĕртмесен тимĕрс лаççинче тĕтĕм тухмасть Хут чăтать, тем çырсан та Халăх çăварĕ хапха мар, хупса хураймăн Улми йывăççинчен аякка ÿкес çук

Изображение слайда
23

Слайд 23: Хайлаври проблемăсем

Автор шухăшĕ Ачасен шухăшĕ Чыс « Чыс – чи хаклă тупра,ăна мĕн çамрăкран упра » Юрату « Çăлтăр витĕр çул курнать, куççуль витĕр кун курнать » Паттăрлăх « Вилĕмрен хăрас пур – кун çути те ан кур»

Изображение слайда
24

Слайд 24: Юрату виç кĕтеслĕхĕ

Нина Атласкина Аристарх Савиров Валентин Актаев

Изображение слайда
25

Слайд 25

-Эс айăпсăррине, ман умра та, çĕшыв умĕнче те айăпсăррине пĕтĕм чунтан ĕнентĕм эпĕ. Эс халь тĕнче хĕррине те каяс пулсан эпĕ сан хыççăн пыма хатĕр!.. Пĕр сана çеç юратнă, юрататăп та… Акă сана пĕтĕмпех каларăм, чунăма йăлт уçса патăм…Каçар мана,эпĕ те хĕрарăмах, çав чустаранах туна мана та… Эпĕ,çын умĕнче тем пек паттăрлансан та, çемçе чунлă… пĕлесчĕ эс çак çулсенче эп мĕнле асапланнине, - терĕ Нина нăшăклатса пуçне Валентин кăкăрĕ çине хучĕ, ун çумне пĕчĕк ача пек пăчăртанчĕ.

Изображение слайда
26

Слайд 26

Каччă хурлăхлăн куçпа пăхса хуллен каларĕ: - Хăвах пĕлетĕн – хăмла пирки мар. Эпĕ санпа курса калаçма килтĕм… Урăх чăтаймарăм, йăлт асапланса çитрĕм… Нина пурăнаймастăп эп сансăр…урăх никам та,ним те кирлĕ мар, эсĕ çеç, - терĕ те каччă хĕр аллисене ярса тытрĕ. – Мĕншĕн тиркерĕн мана? Нивушлĕ çав териех хăрушă эпĕ? Нина аллисене вăраххăн,карт туртса илмесĕр, çапах та вăйпа вĕçертрĕ. Савиров тытса чарма хăяймарĕ. - Çук, хăрушă мар эсĕ, Аристарх, тиркеместĕп те сана… Анчах эпĕ Валентина юрататăп, ăна ĕмĕр юратма тупа турăм. Хам сăмаха улăштармастăп эпĕ. Мана чĕресĕр тесе ан шутла эс. Çапах та ман икĕ чĕре мар, пĕрре çеç. Вăл пĕр çынна çеç савма пултарать…

Изображение слайда
27

Слайд 27

Савнине питĕ çывăхран, хире – хирĕçехкурсан, унăн кулса тăракан ăшă кăвак куçĕсемпе тĕл пулсан, Валентин хăйĕн ăшĕнче питĕ пысăк, ырă туйăм – çепĕç хурлахпа виçесĕр савăнăç капланса çĕкленнине сисрĕ. Тен, хăй халиччен çак хĕршĕн мĕн тÿссе ирттерни, мĕн шухашлани, ăна мĕнле Туйăпа юратни çак телейлĕ самантра чĕрене йăлтах пĕр харăс килсе тулчĕ пуль? Нумай вăхăт хушши ăмăр, тĕксĕм çанталăк тăнă хыççăн сасартăк хура пĕлĕтсем хушшинчен сар хĕвел çутатса янăн туйăнчĕ ăна Нинăн йăлтăрти кулли.

Изображение слайда
28

Слайд 28: Хамăра тĕрĕслер

1.Валентин Актаевăн ашшĕ Петĕр ятлă а) тĕрĕс ă) тĕрĕс мар 2. Нина Савиров Аристарха юратать а) тĕрĕс ă) тĕрĕс мар 3. Аюхин Варсун тирпейлĕ,камăллă,тĕрĕссине калакан çын а) тĕрĕс ă) тĕрĕс мар 4. Хăмла çитĕнтерсе колхоз пуяшăн а) тĕрĕс ă) тĕрĕс мар 5. Валентин Актаев пуян çын а) тĕрĕс ă) тĕрĕс мар

Изображение слайда
29

Слайд 29

6. Валентин Актаев мухтава тивĕç пулать а) тĕрĕс ă) тĕрĕс мар 7. Аюхин Варсун вăрçăра тантăшне вилĕмре çăлса хăварать а) тĕрĕс ă) тĕрĕç мар 8. Валентин Актаева вăрçăран ашшĕ кĕтсе илет а) тĕрĕс ă) тĕрĕс мар 9. Нина Атласкина хулана тухса каят а) тĕрĕс ă) тĕрĕс мар 10. Валентин Актаев 257-мĕш гварди сержанчĕ, бронебойщик а) тĕрĕс ă) тĕрĕс мар

Изображение слайда
30

Слайд 30: Хăшĕнпе хăш тÿр килет

11. Тĕрĕс палăртăр 1. Калхузшăн тăрăшакан 2. Нинăна юратакан 3. Ирсĕр, ултавлă çын 12. Кам миçе çулта ? 1. Толик 2. Валентин 3. Федор Иваныч 13. Камăн мĕнле ят ? 1. Савиров 2. Аюхин 3. Актаев 14. Вăрçă хыççăн кам мĕнле ĕç тăвать ? 1. Валентин 2. Варсун 3. Аристарх а)Валентин ă) Варсун б) Аристарх а) 26 çулта ă) 40 çулта б) 10 çулта а) Валентин ă) Аристарх б) Варсун а) хăмла çитĕнтерет ă) колхоз председателĕ б) колхоз пурлахне çаратакан

Изображение слайда
31

Слайд 31

15. Актаев Валентин………..çул киле таврăнайман. 16. Нина………….юратать. 17. Вăрçă хыççăн колхоз председателĕ……….. пулнă. 18. Валентин …………. ĕçре çунсах ĕçлет 19. Пысăк переменăра………….. чĕчĕ ĕмме килне чупнă. 20. Вăрçăра йывăр аманнă………пăрахса хăварать Варсун.

Изображение слайда
32

Слайд 32: Тĕрĕс хуравне тупăр

21. Нина мĕнле хĕр? а) хитре ă) усал б) тирпейсĕр в) мăн кăмăллă 22. Петр Михайлович мĕншĕн çĕре кĕрет? а) аманнине пула ă) чире пула б) хуйхăпа в) ăнсăртран 23. Повĕçре мĕн çитĕнтернĕ? а) хăмла ă) улма б) кăшман в) кавăн 24. Федор Ивановичăн мĕнле хушамат? а)Кузьмин ă) Кузнецов б) Куляков в) Кошкин 25. Кам вăл Натали инке? а) Нина амăшĕ ă) Варсун инкĕшĕ б) Валентин амăшĕ в) Кузнецовăн аппăшĕ

Изображение слайда
33

Слайд 33: Тĕрĕс хуравсем

1.-а 11. 1-б 15. 8 çул киле таврăнман 2.-ă 2-а 16. Валентина 3.-ă 3-ă 17. Аристарх Савиров 4.-а 12. 1-б 18. хăмла çитĕнтерес 5.-ă 2-а 19. Варсун Аюхин 6.-а 3-ă 20. Валентина 7.-ă 13. 1-б 21. а 8.-ă 2-ă 22. б 9.-ă 3-а 23. а 10.-а 14. 1-а 24. а 2-б 25. б 3-ă

Изображение слайда
34

Слайд 34

Асăрхатару 1 –10 = 3 балл 11 – 20 = 5 балл 21-25 = 6 балл Балсемпе оценкăсен килĕшĕвĕ 60 – 80 = «3» 81 – 90 = «4» 91-100 = «5»

Изображение слайда
35

Слайд 35: Сылтăм--правый

Изображение слайда
36

Слайд 36

Ырă хĕвел ăшшипе Ирхи хĕвел куллипе Ырă кун пултăр.

Изображение слайда
37

Слайд 37: Анне! Ç ак ят чи çывăх, Чи чаплă çĕр çинче. Пурăнать вăл ĕмĕр сывă Кашни çын чĕринче

Изображение слайда
38

Слайд 38: Анне кулли – Хĕвел çути, Анне кулли – Чи илемли. Анне пулсан Чунра аван: Юрлас килет Ташлас килет

Изображение слайда
39

Слайд 39: ЮР Ă

Яланах хĕвел пултăр, Яланах тÿпе пултăр, Яланах анне пултăр, Яланах эп пулам!

Изображение слайда
40

Слайд 40: Сывлăхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем

Эпир сире хытă юрататпăр

Изображение слайда
41

Последний слайд презентации: Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повĕçри тĕп проблема, сăнарсен характеристики: ТАВТАПУÇ

Изображение слайда